Паян, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнче Красная Горка ялӗ ҫывӑхӗнче М-7 ҫул ҫинче фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку 16 сехетсенче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне ҫумӑр ҫуса иртнӗ, асфальт йӗпеннӗ. Ҫитменнине, ҫав ҫул пайӗ хӑрушӑ шутланать, унта тӑвайккиллӗ.
Аварире пӗр ҫын шар курнӑ.
Ҫӗрпӳ район ертӳҫисем хӑйсем патӗнче туризма аталантарасшӑн, агропромышленность паркӗ йӗркелесшӗн тата тимӗр-бетон изделийӗсене ҫӗнӗлле меслетпе кӑларакан производство уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки район администрацине нумаях пулмасть ертсе пыма тытӑннӑ Сергей Беккер ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаевпа тӗл пулсан каланӑ. Асӑннӑ тӑрӑхра «Уй кунӗ» курав уҫӑлнӑ.
Района аталанма кансӗрлекен ыйтусен шутӗнче Сергей Беккер хальхи вӑхӑтри тасатмалли сооружени ҫуккине тата йӑлари хытӑ каяш вырӑнне рекультивацилессине палӑртнӑ.
Олег Николаев сооружени тӑвассипе муниципалитета хастар пулма чӗнсе каланӑ. Вырӑнтисем проект хатӗрлесен республика та пулӑшӗ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ хулинчи П. Иванов урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра Олег Николаевӑн халӑх штабӗ уҫӑлнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер: кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ иртӗ. Республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев суйлава хутшӑнма хӑйӗн докуменчӗсене Чӑваш Ен Тӗп суйлав комиссине чи малтан тӑратрӗ. Унтан тата тепӗр тӑхӑр кандидат суйлава хутшӑнма кӑмӑл турӗ. Вӗсем те суйлав умӗнхи мероприятисене пуҫӑнчӗҫ: хӑйсен кадидатуришӗн сасӑ пухаҫҫӗ, хӑйсен партийӗсен районсенчи уйрӑмӗсен пайташӗсемпе тата Депутатсен пухӑвӗсен депутачӗсемпе тӗлпулусем ирттереҫҫӗ.
Паян ирхине Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Авари «М-7» федераци тӗллевӗллӗ трасса ҫинче, ҫул юсакан вырӑнта, пулса иртнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗнӗ Катӗк ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехет те 30 минутра мотоциклист умра пыракан «BMW» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Унтан вӑл хирӗҫ пыракан ҫул ҫинчи фурӑпа ҫапӑннӑ.
Мотоциклист Ленинград облаҫӗнче пурӑнакан 35 ҫулти арҫын пулнӑ. Йывӑр аманнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем хыпарланине кура «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклист умра пыракан машинӑпа ытла ҫывӑх пынӑ.
Республикӑри икӗ организаци валли пуҫлӑх шыраҫҫӗ. Пӗрин валли конкурса республикӑн Финанс министерстви ирттерет, теприн валли — Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви.
«Республикӑри бухгалтер учечӗн центрӗ» хысна учрежденин ертӳҫин экономика пӗлӗвӗллӗ пулмалла, финанспа бухгалтери енӗпе ӗҫлени тата ертсе пыракан должноҫсенче 5 ҫултан кая мар тӑрӑшни кирлӗ. Конкурса хутшӑнакансен докуменчӗсене утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци завочӗн пуҫлӑхӗ пулас текенсен документсене утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗччен пама юрать. Кандидатӑн специалитетран кая мар е магистратура шайӗллӗ пӗлӳ пулмалла, ертсе пыракан должноҫра 5 ҫултан кая мар ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫул та 6 уйӑхлӑха янӑ. Вӑл ашшӗне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, вӗлернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын килӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӑна эрех ӗҫнӗшӗн ӳпкелени килӗшмен.
71 ҫулти арҫын ветерана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вастӑскер ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ судра айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, ашшӗне чикансем вӗлерсе хӑварнӑ. Патшалӑх айӑплавҫи вара айӑпне ӗнентернӗ.
Чӑваш Енре ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,5 пине яхӑн ача ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсенчен 82-шӗ йӗкӗреш ҫуралнӑ.
Йӗкӗрешсем ытларах – Шупашкарта. Кунта 52-ӗн вӗсем. Элӗк, Вӑрнар, Куславкка, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче кӑҫал икшер йӗкӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта – 4, Канашра 6 йӗкӗреш ҫуралнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫут тӗнчене килнӗ 4454 ачаран 2280-шӗ – арҫын ача, 2174-шӗ хӗрача.
Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Енри виҫӗ ҫын тӗрлӗ сӑлтава пула шар курнӑ. Ҫулталӑкри ача, сӑмахран, тутине пӗҫертсе янӑ, 56-ри арҫын ури урлӑ трактор каҫса кайнӑ, 70-ти арҫынна йытӑ тулланӑ. Пурне те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Куславккара пурӑнакан ҫулталӑкри ача 5 процентлӑ йод тытнӑ. Амӑшӗ ӑна туртса илес тенӗ чух тӑкӑнса кайнӑ. Хӗрарӑм шывпа ҫуса тасатнӑ-ха, ҫапах ачан тути пиҫсе кайнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр предприятири мехпаркра трактор арҫын ури урлӑ каҫса кайнӑ. Ӑнсӑртран. Аманнӑ арҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ватӑ арҫынна йытӑ тулланӑ. Суранӗсем самай тарӑн пулнӑ. Тухтӑр пулӑшӑвӗсӗр май килмен — шар курнӑскере сиплеме пульницӑна васкавлӑн илсе кайма тивнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Иккӗмӗш Вӑрманкасси ял тӑрӑхӗнчи пӗвесенчен пӗрне акӑшсем иленнӗ. Пурӗ 10 акӑш. Асӑннӑ тӑрӑхра вӗсем тӗпленни виҫӗ эрне ӗнтӗ.
Акӑшсене вырӑнтисем кӑмӑлтан йышӑннӑ. Вӗсен илемӗпе киленнипех ҫырлахман, хастар ял ҫыннисем акӑшсем валли ишсе ҫӳрекен ҫурт-утрав ӑсталанӑ. Кун пирки Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер (ӑна ҫак должноҫе иртнӗ уйӑхра суйланӑччӗ) тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
«Акӑшсем иленни – лайӑх паллӑ. Ял ҫыннисем вӗсем валли ишсе ҫӳрекен ҫурт-утрава хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама йышӑннӑ. Ку вӑл – тӑван тӑрӑха тата ҫутҫанталӑка чунтан юратни...», – тесе ҫырнӑ Сергей Беккер хӑйӗн аккаунтӗнче.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ ӑсчах, врач-стоматолог, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, медицина историкӗ Григорий Алексеев вилнӗ.
Григорий Алексеевич 1927 ҫулхи кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрӑмҫут ялӗнче ҫуралнӑ. 1956 ҫулта Мускаври стоматологи институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Республикӑн стоматологи пульницинче шӑл тухтӑрӗ, тӗп врачӑн сиплев енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, тӗп врач пулса ӗҫленӗ. 1964 ҫулта Г.А. Алексеев Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче педагог пулса ӗҫлеме тытӑннӑ.
Григорий Алексеев Медицина историкӗсен обществине йӗркеленӗ тата ертсе пынӑ. Врачсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра та ӗҫленӗ. Сывлӑх сыхлав отраслӗнче вӑл 66 ҫул тӑрӑшнӑ.
Г.А. Алексеев Чӑваш Республикин Патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Ун икӗ томлӑ «Чувашская медицинская энциклопедия» ӗҫне ҫавӑн пек хакланӑ.
Клиника стоматологине халалласа вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ, медицина историне халалланӑ монографисемпе брошюрӑсен тата 20 вӗренӳ пособийӗн авторӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |